️Шкулта чăваш чĕлхипе литературин эрни уçăлчĕ.
Паян пирĕн шкулта чӑваш чӗлхипе литературин эрни уçăлчĕ. Ку уяв вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тăван сăмах илемне туйма тата хисеплеме пĕрлештерчĕ.
Кунăн тĕп пулăмĕ - литература флешмобӗ. Шкул коридорĕсенче тата класĕсенче чӑваш поэчӗсен вилĕмсĕр йĕркисем янăрарĕç. Ачасем Константин Ивановăн, Ҫеçпĕл Мишшин тата хальхи авторсен хайлавĕсене хавхаланса вуларĕç, тăван чĕлхен пуянлăхӗ тата кĕвĕлӗхӗ чӗрене хускатрӗ, чуна пырса тиврӗ,
пĕтĕм эрне валли вăй-хăват пачĕ. Малалла вĕренекенсене Чăваш Енĕн культура еткерлĕхне халалланă пултарулăх конкурсӗсем, викторинӑсем, уçă уроксемпе тĕл пулусем кĕтеççĕ.

