Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсем Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа иртекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2026» акцие хутшăнчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ - чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси,чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Малтанах вĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕç, диктанта çырма ăнăçу сунчĕç. Пурте ĕçе тăрăшса пурнăçларĕç. Çак диктанта хутшăнма кăмăл тунисене саламлатпăр, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал Вăрмарти вăтам шкултан пурĕ 400 ытла çын хутшăнма кăмăл турĕ. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцин пĕлтерĕшĕ чыслă та сумлă пулнине ачасем туйрĕç, ăша хыврĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем экспертсем пулса малтан диктант çыртарчĕç, кайран вара тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ турĕç.
Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр! Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр!
