Вăрмар районĕн литература каçалăкĕнче чылай паллă ятсене тупма пулать, вĕсем Вăрмар тăрăх чысĕпе хисепĕ. Чăваш литературинче çутă йĕр хăварнă çыравçăсем шутĕнче Василий Алендей, Ефим Никитин, Анатолий Тимофеев-Ыхра, Геннадий Кабаков, Аркадий Казанов, Мария Волкова, Вениамин Туртуш тата ыттисем.
2026 çулхи чӱк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пысӑк Енккассинчи вăтам шкула «Мария Волкова вулавĕсем» сăвă конкурсне поэзие юратакансем пухăнчĕç. Вӑрмар тăрăхӗнчи шкулсенчен конкурса 19 вĕренекен хутшăнчĕ. Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкул директорĕн çумĕ Афанасьева Алена Юрьевна сӑвӑ вулакансене ӑнӑçу сунчĕ
Малтанласа кӗскен ентешӗмӗрӗн кун-çулӗ, пултарулӑхӗ çинчен каласа хӑвармалла.
Мария Андреевна Волкова чӑваш литературине килнӗ чи малтагхи профессионал сӑвӑҫсенчен пӗри пулнӑ. Ун пирки Николай Иванов ҫапла ҫырнӑ:
Вӑрмар тавраш Карӑкҫырма пикин
Пурахчӗ ӑслӑлӑх, ӑсталӑх та
Чӑваш енче сахалччӗ ун пекки
Пултарулли вӑл ҫырнӑ тапхӑрта.
Тăван çĕршыв, тăван кил, атте-анне, тăван шкул, тăван халăх туссем- çак сăнарсем сăвăç асĕнчен тухман. Ачалăхри ырă самантсемпе çыхăннă, шкул пурнăçĕнчи пулăмсене, пушă вăхăтри ачасен ĕс- хĕлне сăнласа паракан сӑвӑсем те сахал мар унӑн. И.Владимров художник ун пирки акă мĕн аса илет: «Эпĕ ăна çамрăк çыравçăсем хушшинче курнă, хастар, çутă тĕллевлĕ, тÿрĕ кăмăллă, пуш сăмах калама юратман çынччĕ. Эпĕ сăвă çыракан мар, чылай çул хаçат художникĕнче ĕсленĕ. Поэт чунĕнче сăвă мĕнле çуралса çырăннине пирвайхи хут Мария Волковăран пĕлтĕм».
Унăн сăввисем кĕвĕлĕхĕпе, шухăш тарăнлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çак сăлтавах пулĕ чăваш композиторĕсем-Г.Лебедевпа Г.Хирбю, Т.Фандеевпа А.Токарев- илемлĕ юрăсем çырнă.
Паянхи Мария Волковӑна халалланă конкурс 5-11-мĕш классем хушшинче виҫĕ номинаципе иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç:
«Мария Волкова сăввисем» (чăвашла тата вырăсла вуласси) номинацире -
2-мĕш вырӑна Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячĕллӗ вăтам шкулти 5-мӗш класра вĕренекен Левина Татьяна(ертÿçи – Г.Н.Васильева), 3-мĕш вырӑна 5-мӗш класра вӗренекен Иванова Анастасия ( ертӳҫи- Иванова Р. М.) тата Александрова Даниэлла (ертӱçи- Е.Ю.Степанова), тивĕçрĕç.
8-10-мĕш классем хушшинче –1-мĕш вырӑн: Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячĕллӗ вăтам шкулта вĕренекен Молькова Арина (ертӱҫи - И.В. Яковлева).
Палӑртса хӑварас килет, вĕрентекенсем хушшинче те Мария Андреевна Волкова ĕçĕ-хĕлĕ тата пултарулӑхĕ тӑрӑх йĕркеленĕ конкурс иртрĕ. Конкурсра вĕрентекенсем «Мария Волкова произведенийĕсем тăрăх ӱкернĕ видеоролик», «Мария Волкова произведенийĕсем тăрăх хатĕрленĕ видеовикторина», «Мария Волкова произведенийĕсем тăрăх ӱкернĕ буктрейлер», «Мария Волковӑн литературӑри портречĕ», Мария Волковӑн литературӑри потречĕ-видеоэссе» номинацисене ĕçсем тӑратрĕç.
«Мария Волковӑн литературӑри портречĕ» номинаци çĕнтерӳҫи Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячĕллӗ вăтам шкул вĕрентекенӗ - Р.М.Иванова.
«Мария Волкова произведенийĕсем тăрăх ӱкернĕ буктрейлер» номинаци çĕнтерӱçисем - Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячĕллӗ вăтам шкул вĕрентекенӗсем- Г.Н.Васильевӑпа И.В.Яковлева.
Мероприяти питӗ тухӑçлӑ иртрӗ.