Нарăс уйăхĕн 1-9мĕшĕсенче Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Тăван ен тата чăваш чĕлхипе литература вунă кунлăхĕ иртрĕ. Вунă кунлăх çав тери кăсăклă иртрĕ. Ăна театр çулталăкне халалласа ирттерчĕç. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те вунă кунлăхра хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç.Вунă кунлăха хутшăнса ачасем «Чăваш Республикинчи театрсем»темăпа хаçатсем кăларчĕç. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем: Антонова В.Г; Васильева Г.Н.; Иванова Р.М. , Левина Г.А.; Яковлева И.В. 5-7 классемпе «Чăваш театрĕсене пĕлетĕр-и?» викторина (вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç), 8-11 –мĕш классенче «Чăваш Республикинчи театрсем» калаçу ирттерчĕç. 5-6-мĕш классем хушшинче инсценировкăсен конкурсĕ иртрĕ.«Чи пултарулли» ята 5 г тата 5 в классем тивĕçрĕç. Ыттисем те питĕ маттур пулчĕç.7-мĕш классенче вĕренекенсемпе В.Г. Антонова вĕрентекен «Театр вăл - чун киленĕçĕ» литература каçĕ ирттерчĕ. Литература каçне тĕрлĕ классенче вĕренекенсем драмăлла хайлавсенчи сыпăксене пăхмасăр вуласа пуянлатрĕç. Уйрăмах куракансене 8а класра вĕренекен Татьяна Риманова вулани кăмăла кайрĕ. 7- мĕш б класра вĕренекенсем Антонова В.Г.. ертсе пынипе районти краеведени музейне çитсе курчĕç, «Чăваш театрĕ тата Вăрмар районĕнчен тухнă артистсем» презентаципе паллашрĕç. Тĕлпулу интереслĕ те тухăçлă иртрĕ, ачасем нумай çĕнни илме пултарчĕç.11-мĕш б класра вĕренекенсемпе «Театр вăл-асамлăх тĕнчи» вернисаж иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Васильева Г.Н. тата районти тĕп библиотекăн аслă библиотекарĕ Иванова Р.А йĕркелерĕç. Вĕсем ачасене театрăн пĕлтерĕшĕ тата Вăрмар енрен тухнă артистсем çинчен каласа пачĕç. Вĕренекенсем те вернисажра хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. П.Хусанкайăн, Р. Сарпин театра тата театр ăстисене халалланă сăввисене пăхмасăр вуларĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, «Чăваш театрě, тав сана!» кĕнекесен выставкипе паллашрĕç.