Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрне ирттерчĕç. Фестивале  1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ  Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче иртрĕ.  Институтăн акт залне  район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр  тапхăрăнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 150 ачана яхăн тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче  Чăваш Республикинчи шкулсенче вĕренекенсем кăна мар, Тутар республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те  пулчĕç.

Тупăшăва хутшăнакансене   Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Степанова,  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаеев саламларĕç.

Кашни номинацирех ачасен пултарулăхне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Светлана Асамат, халăх артистки Лидия Попова, паллă юрăç Тамара Ишмуратова,  ЧППУп чăваш тата вырăс факультечĕн деканĕ Татьяна Денисова, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчи технологи уйрăмĕн ертÿçи  Наталия Войтюль, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров. Жюри членĕсем ачасен пултарулахĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿсĕсене палăртрĕç, вĕрентекенсене тав турĕç.

Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкултан çак ăмăртăва пĕрлештернĕ 4-мĕш класс хĕр ачасен ушкăнĕ «Чăваш ташши» номинацинче хутшăнса призёр пулса тăма пултарчĕ. Сак çĕнтерÿпе ташă ушкăнне тата ертÿçисене( Бережецкая О. В., Игнатьева И. Л., Кудрявцева Ю. А., Максимова Н. М., Савушкина И. Г.) саламлатпăр, пысăк ăнăçусем сунатпăр!

ФОТО