Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивалĕ иртрĕ. Чи малтанах фестивале хутшăннă вĕрентекенсем Шăхальти тĕп шкулта вĕрентекен Яндутова Н.Н. ирттернĕ мастер-класпа паллашрĕç. Надежда Николаевна кăтартнă «Кроссенс» мел хальхи тапхăрта интреслĕ те тухăçлă мелсенчен пĕри пулнине палăртрĕç вĕрентекенсем. Унпа кÿртĕм е пĕтĕмлетÿ урокĕсенче ытларах усă курма юрăхлă терĕç.

Ун хыççăн Кавалти тĕп шкулта вăй хуракан Авакова Н.Ю. 5 б класра «Чăваш Ен - тăван çĕр-шыв» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Урокра ачасен ĕçлес кăмăлне ÿстерес, пуплевне аталантарас, ытти уроксенче мĕн вĕреннине çирĕплетес тĕллевпе вĕрентекен тĕрлĕ çĕнĕ технологисемпе усă курчĕ. Урок ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулчĕ.

Юлашкинчен вĕрентекенсем «Мĕн-ши вăл тăван çĕр-шыв?» литературăпа музыка композицийĕ пăхрĕç. Уявра вĕрентекенсем чăваш юррисем шăрантарчĕç, ташларĕç, сăвăсем вуларĕç, сценка лартрĕç. Хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе вĕрентекенсен кăмăлне çĕклерĕç. Уява хутшăннă кашни ача тăван кĕтес уншăн чи пахи, чи илемли пулнине кăтартма пултарчĕ. Вĕрентекенсем те вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç, чăн-чăн уяв парнеленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç.

Фестивале хутшăннă вĕрентекенсем шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене, уява чăваш юррисемпе, ташшисемпе илемлетме пулăшнă Антонов В.П., Быков В.А., Бережецкая О.В. тата кĕçĕн класс ертÿçисене Михеева М.А., Егорова Т.А. Яковлева Л.П. тав турĕç.

ФОТО