VG VG2

2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Кашни çулах Вăрмарти пĕтĕмĕшле вăтам шкулта вĕренекенсем çак акцине хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал Пĕтĕм чăваш диктантне çырма 23 чăваш чунлă вĕренекен кăмал турĕ. Диктант текстне чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Яковлева И.В. вуларĕ.