Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем 7-9-мĕш классенче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халаллса «Тăван чĕлхе-атте-анне чĕлхи» темăпа урок – калаçу ирттерчĕç.Уроксенче вĕренекенсем уяв историйĕпе паллашрĕç, чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, чăвашла самаях пĕлнине кăтартса пачĕç. Ачасем кăмăллă юлчĕç. Юлашкинчен вĕрентекенсем ачасене уявпа саламларĕç, тăван чĕлхешĕн тăрăшса татах та тăрăшуллăрах вĕренме сĕнчĕç.