2502  

       Нарӑс уйăхĕн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑвать. Ку уява ЮНЕСКО 1999-мӗш ҫулта ҫирӗплетнӗ,

2000-мĕш ҫулта вара пӗрремӗш хут уявланӑ. Ҫак куна чӗлхесен тата культурӑсен нумайлӑхне упраса хӑвармашкӑн йӗркеленӗ.

        «Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков.

         Чӑваш чӗлхине сыхласа хăварасси, ӑна аталантарасси - кашни чӑвашӑн тивӗҫӗ. Чӑваш ята илнӗ ҫыннӑн хӑйӗн чӗлхине май килнӗ таран упраса хӑварма тӑрӑшмалла. Ҫавна май нарӑсӑн 21-мӗшӗнче  9г класра вĕренекенсем   «Тав сана, çĕнтерÿçĕ салтак!» çыру çырчĕç. Тăван чĕлхе илемлĕхĕпе усă курса çĕнтерÿçĕ салтаксене халалласа ăша пырса тивекен сăмахсем шăрçаларĕç.

250220