Чăваш чĕлхипе литератури эрни пынă май нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта 5-8 классе мхушшинче «Аслă Çĕнтерĕве – 75 çул» викторина иртрĕ. Викторинăна 46 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсем пурте викторина ыйтăвĕсем çине туллии те тĕрĕс хуравсем пама тăрăшрĕç.
Викторина ыйтăвĕсене пĕтĕмĕшле тĕрĕс хурав парса çак вĕренекенсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç: ,Виссарионов Павел- 5а, Захарова Карина- 5а, Данилов Дмитрий- 5б, Петрова Софья- 5в, Родионов Михаил- 6б, Григорьев Кирилл- 6б, Левина Лиана- 7а, Афанасьева Елена -7а, Хованская Мария -7а. Ыттисем те питĕ маттур пулчĕç Пурнете пысăк тав!
Çавăн пекех вăрçа хутшăннă паттăрсене асра тытса «Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр» тĕпчев ĕçĕ пурнăçларĕç. Тĕпчев ĕçне пурнăçланă май ачасем хăйсен мăн аслашшĕсен, мăн кукашшĕсен вăрçăпа çыхăннă пурнăçĕ пепаллашрĕç: тăванĕсенчен ыйтса пĕлчĕç, таванĕсемпеç ыхăннă материалсене «Астăвăм» кĕнекерен, интернет-ресурсри «Память народа» тата «Подвиг народа» сайтсенчен шыраса тупрĕç. Ĕçе пĕтĕмлетсе Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн анкетине тултарчĕç.