Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕр-пĕр пысăк уява халалласа ирттереси шкулта йăлана кĕни чылай вăхăт ĕнтĕ.Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи эрнелĕхе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине халалларăмăр. Эрнелĕх тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ. Уйăрăмах ачасемшĕн вăрçă темипе çыхăннă викторина ыйтăвĕсем çине хуравлама кăсăклă пулчĕ.Викторина ачасен пĕлес, тĕпчес туртăмне вăйлатма пулăшрĕ. Çавăн пекех Çĕнтерÿçĕ салтаксем патне çыру çырас ĕçе те ачасем тулли кăмăлпа пурнăçларĕç. Кашни çырура чунран шăранса тухнă йĕркесем. 5-9 классенче вĕренекенсем вара вăрçă темипе çырнă хайлавсем тăрăх ÿкернĕ ÿкерчĕксен конкурсне активлăн хутшăнчĕç. Нумай ÿкерчĕк «Кĕрлерĕ вăрçă, çÿнчĕ çĕр, анчах çунмарĕ пирĕн халăх» куравра кун çути курчĕç. Çавăн пекех шкул фойинчи «Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр» курав та вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те интереслĕ те усăллă пулчĕ. Эрнелĕхре уйрăмах 5 а, 5б, 7а, 9г тата 11 в классем пысăк активлăхпа палăрчĕç. Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче эрнелĕхе пĕтĕмлетсе лару иртрĕ. Тĕрлĕ конкурсенче палăрнă çĕнтерÿçĕсене парне парса чысларăмăр. Ларăва хутшăннă ачасем çакнашкал мероприятисем ирттернин уссийĕ пысăккине палăртрĕç.

ФОТО