2611

    Чăваш республикинче Чӑваш тӗррин куне ту СА хунӑ. Кун пирки Олег Николаев хушу кӑларнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулӗ.

Ҫак куна ахальтен суйламан. Шӑпах ҫав кун Екатерина Ефремова художник ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн тӗрӗ ӳнерне аталантарма нумай тӑрӑшнӑ.

Екатерина Иосифовна 1914 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗнчи Якурккел ялӗнче (халӗ – Тутарстанри Нурлат районӗ) ҫуралнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Паллӑ ӑста Мускаври техникумра тата институтра ӳнер ӑсталӑхне вӗреннӗ.

 Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаҫлăх пали пулнă. Вăл – пирĕн нацин хăйне евĕр сĕмĕ, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, талантне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул.

Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» курав йĕркелерĕç. Тĕрĕллĕ ал шăллисем, масмак-сурпан, тутăр-саппун, илемлĕ эрешлĕ кĕпесем, чăваш тумĕллĕ пуканесем те вырăн тупрĕç кунта. КураваТăван Ен тата ĕç урокĕсенче ăсталанă ĕçсем илем кӳреççĕ. Кунти кашни япала асамлă тĕрĕ тĕнчине, ун вăрттăнлăхне тĕпчеме чĕнет,аякранах куçа илĕртет,чунра мăнаçлăх çуратать. «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» курав нумай вĕренекене тĕрĕ ăсталăхне тĕпчеме, çав вăхăтрах нумайăшне алла илме пулăшасса шанас килет.

Пурне те Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Ырă сунса шкул директорĕн çумĕ Давыдова А.О.

ФОТО