Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас тесе вăйне хурса ĕçленĕ. 1868 çулта вăл Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçать, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăрать. Каярахпа çак шкул Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ятпа историне кĕрсе юлать.
         1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературене ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.

     И.Я.Яковлева халалласа паян шкулта «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» ятпа 5а классемпе тĕлпулу иртрĕ. Районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Т.В.Яковлева, Е.А.Михайлова И.Я.Яковлев пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем И.Я.Яковлева халалласа çырнă сăвăсене, И.Я.Яковлевăн ачасем валли çырнă хайлавĕсене вуларĕç.

ФОТО