Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăларакана И.Я.Яковлева халалласа районти тĕп вулавăшра «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» ятпа мероприяти иртрĕ. Унта Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Районти библиотекăра патриархăн кĕнекисен пуян выставкине йĕркеленĕ. Вĕсен шутĕнче юлашки çулсенче тухнă çĕнĕ кĕнекесем пурри те савăнтарчĕ.

Малтан ачсене вулавăшра ĕçлекенсем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.Унтан чăваш халăхне çутта кăлараканĕ çинчен интереслĕ викторина ирттерчĕç. Ачасем тăрăшсах, ăмăртмалла хутшăнчĕç.

               Кайран вара чăваш чĕлхи çинчен çырнă çыравçăсен сăввисене вуласа  савăнчĕç. Уйрăмах Любовь Мартьяновăн «Чăвашла вăрман та чăвашла кашлать» сăввине килĕштерчĕç.

ФОТО