Чăваш чĕлхи куне халалланă эрнелĕхе хутшăнса 9-11 классенче вĕренекенсем «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Упрар ăна ĕмĕрлĕхе» ятпа сочинении çырчĕç. Вĕренекенсем хăйсен хайлавĕсенче тăван чĕлхе чăннипех те пуян та илемлĕ пулнине, çав вăхăтрах хальхи çамрăксем чăваш чĕлхинчен ютшăнса пынине палăртрĕç. Вырăсла пĕлни- пысăк ырлăх, пысăк çитĕнÿ, анчах та тăван чĕлхене, атте-анне чĕлхине пурнăçран хĕссе кăларма юраманнине çирĕплетни çав тери паха пулчĕ хайлавсене тĕрĕслекеннисемшĕн.

ФОТО