2021 çулхи ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăрантпа 150 çул çитнине халалласа «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерет. Акци тĕллевĕ: чăваш чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси, халăх хушшинче сарасси. Акцие чăвашла пĕлекен кирек кам та хутшăнма пултарать.

Акцие хутшăнакансен чăваш чĕлхи çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ÿкерсе илмелле те #эпĕчăвашлакалаҫатăп хештегпа Контактра хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи»  ушкăна (https://vk.com/club201526545) е Интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.

Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул вĕренекенĕсем те çак акцие хутшăнма кăмăл турĕç.