Вăйă – ачасене пур енлĕ аталанма май паракан чи кирлĕ ĕç. Чăваш чĕлхи куне халалласа чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем «Ă çта логика» вăйă хатĕрлерĕç. Ку вăйă ачасен тавра курăмне, шухăшлавне чылай анлăлатма пулăшать. Ваттисен сăмах ĕсемпе тупмалли юмахсене, юрă йĕркисемпе сăнавсене шыраса тупасси ачасене тĕлĕнмелле кăсăклантарчĕ. Вĕренекенсем хаваспах хутшăнса пĕр-пĕринпе е ушкăнпа тупăшма пултарчĕç. Хăйсем те çавнашкал ĕç хатĕрлеме кăмăл турĕç.

ФОТО