2021-мĕш çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2021» иртрĕ. Ăна кăçал çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçал Юхма Мишши хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ текста илнĕ.

Эпир те, «Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул» вĕренекенĕсемпе, вĕрентекенĕсем çак акцие хутшăнтăмăр. Диктант тексчĕ те, ăна вулаканĕ те, Костантин Доброхотов блогер, пурне те питĕ килĕшрĕ. Пурĕ 112 çын хутшăнчĕç.

ФОТО