Чăваш Республикин пуçлăхĕн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн 2020-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшне Чăваш тĕрри кунне палăртма йышăннă.
Халăхра çапла калаççĕ: « Чăваш тĕрри çыруллă». Тĕрĕсем çинчи эрешсене «вулама» пĕлсессĕн тĕрĕçĕ мĕн каласшăн пулнине пĕлме пулать. Авалхи чăвашсем тĕрĕсенче тĕнче тытăмне хăйсем мĕнле курнине ăнлантарса пама тăрăшнă. Хĕвеле, çăлтăрсене, çĕрпе тÿпене, шыва, вут-çулăма пуç çапнине пула чăваш тĕрринче çак паллăсем чи малти вырăнта пулнă. Час-часах çынсене, чĕрчунсене, йывăç-курăка та тĕрлесе кăтартнă.
Чăвашсен тĕрри мĕн авалтан питĕ расна пулнă. Тумтирĕн кашни япалине – кĕпене, сурпана, масмака, тутăра, пиçиххине тата ыттине те – хăйне уйрăм тĕрĕпе илемлетнĕ. Чи капăрри кĕпе пулнă. Унăн умне, аркине, çаннисене, хулçийĕсене тĕрĕ капăрлатнă. Хĕрарăмсем хăйсен кĕпин кăкăр пайĕнче те кĕскĕ текен эреш вырнаçтарнă. Вăл пурнăç паракан хĕвеле пĕлтернĕ тата хĕрарăмсене усал-тĕсĕлтен сыхланă иккен.
Çак уява халалласа чÿкуйăхĕн 26-мĕшĕнче шкулта чăн-чăн уяв иртрĕ. Уяв куравран пуçланчĕ. Унти материал пурне те: ачасене те, вĕрентекенсене те кăсăклантарчĕ, мĕншĕн тесен çав кураври ĕçсене вĕренекенсем хайсен аллипе ăсталанă. Апла пулсассăн авалхи тĕрĕ паллисем паянхи кун та пурăнаççĕ. Çавăн пекех ачасем шкул библиотекинче йĕркеленĕ выставкăпа паллашрĕç, Класс сехечĕсенче, уроксенче паллă чăваш тĕрĕçисем çинчен калаçрĕç, «Чăваш тĕрри» викторинăна хастаррăн хутшăнчĕç. Технологи урокĕсенче, Васильева О.В. ертсе пынипе, хĕрачасем чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене вĕренчĕç.
Уява хутшăнакансене, курава йĕркелеме пулăшакан вĕрентекенсене пурне те пысăк тав!