27011

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2022 çулхи кăрлачăн 12 – 24-мĕшĕсенче П. Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕ иртрĕ.
     Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç.

   Пирӗн шкул вӗренекенӗ те чи маттуррисен шутне кӗчӗ. 2в класра вӗренекен Дмитриева Полина призёр ятне илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Призёра хатӗрлекенӗ - Михеева Марина Анатольевна.
Малашне те вӗсене ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тума  сунатпӑр!