Нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе куне паллă турĕ. Ăна ЮНЕСКОн тĕп конференцийĕн пуçарăвĕпе 1999-мĕш çултанпа паллă тăваççĕ.Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи.Ăна упрасси – пирĕн тивĕç. Çак куна халалласа пирĕн шкулта та тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Шкулти «Вулама вăхăт» площадкăра районти тĕп библиотека ĕçченĕсемпе пĕрле «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» уяв иртрĕ. Уява ертсе пыракансем кашни чĕлхе хăйнеевĕр янăравлă, пуян пулнине, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси тата хисеплесси çамрăксенчен те килнине палăртрĕç. Çавăн пекех ачасем тăван чĕлхе çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене,тупмалли юмахсене аса илсе хăйсен тавçăрулăхне тĕрĕслерĕç. Уяв ачасем тата чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем тăван чĕлхе çинчен калакан сăвăсен ечăвашла та, вырăсла та вуланипе вĕçленчĕ.
8а класс ертÿçи Иванова Р.М. «Упрар тăван чĕлхемĕре» класс сехечĕ ирттерчĕ. Унта вăл тăван чĕлхен пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех чĕлхе халăх пуянлăхĕ пулнине пĕтĕмлетсе хăварчĕ.
Республикăра тата ун тулашĕнче çулсерен ирттерекен «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцине те ачасем активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем тăван чĕлхепе вулакан сăввисене тĕрлĕ социаллă тетелсене лартаççĕ. Акци малалла пырать.