1209

«Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» регионсен хушшинчи викторина ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар хулин Марфа Трубина ячӗллӗ библиотекинче — ҫемье вулавӗн центрӗнче — ача-пӑча писателӗ, ЧАССР шкулӗпе РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ Марфа Трубина пултарулӑхне халалланӑ музыкӑпа литература уявӗ иртрӗ. Уявра Марфа Дмитриевна ячӗпе ирттернӗ «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» викторина ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, «Шӗшкӗ» кӗнеке парнелерӗҫ. Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗн 8-мӗш класӗнче вӗренекенсем презентаци кӑтартрӗҫ, Марфа Трубинан «Шӗшкӗ» юмахӗ тӑрӑх йӗркеленӗ инсценировка лартрӗҫ, ача-пӑча 2-мӗш ӳнер  шкулӗн вӗренекенӗсемпе  И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем юрӑ-ташӑпа тата илемлӗ кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ.  Уявра ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗнӗ Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулти 8а класра вӗренекенсем Захарова Александра, Яковлева Анастасия тата вӗсен вӗрентекенӗ Иванова Р.М. пулса курчӗҫ, тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.