Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
    Чăваш тĕрри – тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн ăс-хакăлпа пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче кашни çулах Чăваш тĕрри кунне паллă тăваççĕ. Çак кун республикăра тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çути курнă.
    Пирĕн шкулта та паян Чăваш тĕрри кунне анлă уявларĕç. Вĕрентекенсем ачасемпе ăста урокĕсем, куравсем, акцисем, ăсталăх класĕсем ирттерчĕç, ҫӗвӗсемпе эреш паллисене вулама хӑнӑхтарчĕç, тӗрлес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе, тĕрĕре усă куракан тĕссен пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç.

ФОТО

jHw7NpbosFs