Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Тăван чĕлхе вăл - атте-анне чĕлхи. Çак уява чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă.
Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет.
Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекенсем нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăл-куçĕ» темăпа тĕрлĕ классенче уроксем ирттерчĕç. Ачасем урокра тăван чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç, грамматика вăййисене вылярĕç, «Алфавита пĕлетĕр-и?» конкурс ирттерчĕç. Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.
9-11-мӗш класра вӗренекенсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ ирттерекен олимпиадӑра хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ. Ҫавӑн пекех 5-11 классем "Тӑван чӗлхе-халӑх пуянлӑхӗ" викторинӑна хутшӑнчӗҫ.