Вӑрмар шкулӗн вӗрентекенӗсем «Пӗрлӗхре — вӑй» форумра.
2026 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енре тӑван чӗлхе вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» Раҫҫей шайӗнчи форумӑн иккӗмӗш кунӗ иртрӗ. Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти вӑтам шкул вӗрентекенӗсем форумӑн ӗҫне хастар хутшӑнчӗҫ.
📖Мероприятисем тӗп хулан икӗ культура лапамӗнче — Чӑваш наци музейӗнче тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче — иртрӗҫ.
Вӗрентекенсем «Нумай халӑх пурӑнакан регионти этнокультура вӗрентӗвӗ», «Цифра хутлӑхӗ тата тӑван чӗлхесем» секцисен ӗҫне хутшӑнчӗҫ.
Тӗрлӗ регионтан килнӗ спикерсем хӑйсен сӑмахӗнче «Пӗрлӗхре — вӑй» форум йӑлана кӗнӗ уяв кӑна мар, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫмалли чи пӗлтерӗшлӗ лапам пулнине палӑртрӗҫ.
Тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекенӗсемшӗн ку кун чӑн-чӑн ӑсталӑха ӳстерекен тата хавхалантаракан самантсемпе пуян пулчӗ.

ФОТО