Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн2017 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» («Искорка дружбы») фестивалĕн регион тапхăрĕ иртрĕ.

8б класра вĕренекен Андреева Татьяна «Шевле» конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрне хутшăнса оргкомитет сĕннĕ темăпа 3 сехет хушшинче ÿкерчĕк ÿкерсе 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Саламлатпăр! Малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.