Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Вăл «Вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕ стандарта пурнăçа кĕртсе пырасси» темăпа иртрĕ . Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Левина Г. А. 6 а класра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ» хайлавĕ тăрăх пĕтĕмлетÿ урокĕ кăтартрĕ. Урокра ачасем хастар ĕçлени, вĕрентекен кăларса тăратакан кăткăс ыйтусене çийĕнчех хуравлама тăрăшни, хăйсен шухăшне уççăн калама пĕлни вĕрентекенсене тĕлĕнтерчĕ.Çавăн пекех вĕрентекенсем 7 в класра пулчĕç, «Вилсен те вилмен» (Ольга Туркайăн «Пахчари çĕмĕрт» лирикăлла новелли тăрăх) темăпа урок пăхрĕç. Антонова В.Г. урок шăнăрне кирлĕ пек йĕркелесе пыни, ачасене тĕрлĕ ĕçсемпе кăсăклантарса ĕçлеттерни пурне те килĕшрĕ. Урока Геннадий Александров воин-интернационалиста халалланă шкул кĕтесĕнче вĕçлени вĕрентекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Ларăвăн иккĕмĕш пайĕнче вĕрентекенсем лару темипе Васильева Г.Н. тухса калаçнине итлерĕç, чăваш шкулĕн 5 –мĕш класĕнче вĕрентекен усă куракан технологисемпе паллашрĕç. Лару ĕçне шкул пуçлăхĕ Алексеев П.В. тата унăн çумĕ Табакова В.М. хутшăнчĕç.
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ
- Подробности
- Автор: Администратор сайта
- Категория: Новости