Чăваш чĕлхипе литература тата Тăван Ен культури эрнелĕхĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн шкулта нумай ĕç туса ирттереççĕ. 2018-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 11-мĕшĕччен Чăваш Республикинче иртекен И.Я.Яковлев çулталăкне халалласа чăваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кашни ĕçе тĕплĕн хатĕрленчĕç.

Мĕнрен пуçланчĕ-ха эрне?

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче – И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170- çул çитнине халалланă хаçатсен конкурсĕ.

Жюри членĕсем хаçатсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç, 6в,6 г, 7г,8б, 8в, 8г, 9в, 11 в классен хаçачĕсем содержани енчен те, илемлĕх енчен те аван пулнине палăртрĕç .

Малалла…

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче-Инсценировкăсен конкурсĕ.

Асăннă конкурс 5-6 классем хушшинче иртрĕ. Ачасем конкурспа кăмăллă юлчĕç. 5а,5б,5в,5 г, 6б,6г классем тĕрлĕ номинацире палăрчĕç. 5 в класра вĕренекенсем вара «Чи пултаруллисем» ята тивĕçрĕç.

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче- «Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп…» краеведени сехечĕ

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вĕрентекенсем «Пуринчен малтан эпě сире чěнсе калатăп…» историпе краеведени сехечĕсем ирттерчĕç. Ку сехете вĕсем чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева халалларĕç. Ачасене унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе паллаштарчĕç.

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче – «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне пĕлетĕн-и?» викторина иртрĕ.

Викторинăна 10-11-мĕш классенче вĕренекнсем хутшăнчĕç. Хуравлама çăмăлах пулмарĕ, çапах та çак вĕренекенсем: Герасимова В., Васильева А., Михайлова А., (11 классем); Никоноров М., Михайлова А., Васильева Н., Иванова Д., Никифоров Н. (10 классем) И.Я Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аван пĕлнине кăтартрĕç.

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче- Литература каçĕ.

Райоти тĕп библиотекăра вăй хуракансем (Иванова Р. тата Петрова Т.) ертсе пынипе аслă класра вĕренекенсем Митта Ваçлейне халалланă литература каçне хутшăнчĕç. Голосов И., Иванов А., Никоноров М., Семенов Д., Платонова А., Кузьмин Д., Федорова В., Антонова Д., Иванова К., Герасимова В., Ильина В., Симушкина У., Иванова В., Андреева И., Иванова М вĕренекенсем Миттан сăввисене вырăсла та, чăвашла та вуларĕç. Хăйсен вулавĕпе Василий Митта чăннипех те пысăк талантлă, чăваш чунлă поэт пулнине çирĕплетрĕç.

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче – «2018-мĕш çулхи юбилярсем» буклетсен конкурсĕ

«Чи лайăх буклет» ята Ефремов А., Данилов А., Назарова О., Рекеева К., Мишина Т. тивĕçрĕç.

Эрнелĕх вĕрентекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те усăллă иртрĕ. Ачасен анлă пĕлĕвĕпе пысăк пултарулăхĕ тата тавра курăмĕ шкулта чăваш чĕлхине алла илме, тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем пуррине çирĕплетрĕ.

ФОТО