Чăваш чĕлхи кунне халалласа И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акци ирттересси çинчен пĕлтерчĕç.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче , 9-11 классенчи чăваш чĕлхине юратакан чи хастар ачасем чăваш чĕлхи кабинетне диктант çырма пуçтарăнчĕç.
Кăçалхи диктант текстне А. Артемьев хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ .
Диктант çырма пурĕ 15 çын кăмăл турĕ. Валентина Германовна вĕрентекен диктант çырма хутшăннисене хастарлăхшăн тав турĕ.