«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- 2016» акци
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекенсемпе вĕсене пĕлÿ паракансем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хастар хутшăнса хăйсем чăвашла тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарчĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци сумĕ çулран-çул ÿсет тесен те йăнăш мар пулĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан кăçал вĕрентекенсем те диктант çырма кăмăл турĕç. Диктант çырас умĕн директор çумĕ В.М. Табакова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Васильева Г.Н. пурне те уявпа саламларĕç, диктант çырас ĕçре ăнăçу сунчĕç. Ĕç çыннин çулталăкне тата чăваш чĕлхи кунне халалланă диктанта пурĕ 9-11 классенчи 27 вĕренекен тата 9 вĕрентекен çырчĕç. 8 вĕрентекен тата 11 вĕренекен чи пысăк хаклав паллине тивĕçрĕç.