yacovleva

   Нарăсăн 16 –мĕшĕнче Нацибиблиотекинче регионсен шайĕнчи Чăваш çамрăкĕсен форумĕ иртрĕ. Ăна Пĕтĕмтĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалланă. Форума ирттерекенсем : «Хавал» пуçару ушкăнĕ, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ тата «Язык для успеха» ют чĕлхесен шкулĕ. Хутшăнакансем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кăна мар, кÿршĕ регионсенчен те çитрĕç. Форумра чăваш тĕнчинче палăрнă çамрăк экспертсемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явма май килчĕ.

     Тутарстанри чăваш çамрăкĕсен «Аталан» пĕрлешĕвĕн ертÿçи, общество ĕçченĕ Артем Носков «Харпăр эффективлăх» ăсталăхкласĕ ертсепычĕ. Мĕн вăл эффективлăх? Мĕн тума кирлĕ? Çемье, ĕç, вĕренÿ – мĕнле йăлт ĕлкĕрмелле? 45 минутхушши çак ыйтусем çине хуравларĕ, эффективлăх вăрттăнлăхĕсене татса пачĕ.
     Чăваш Ен наци радиовĕн редакторĕ, фольклор кăларăмесен авторĕ Элтияр Александров «Чăвашсен тĕнче курăмĕ» пирки каласа кăтартрĕ.

   «Хыпар» Издательство çурчĕндиректорĕн çумĕ Дмитрий Моисеевтата «Çамрăксенхаçачĕн» редакторĕ Алина Изман «МИХ ăçталла аталантармаллатемăпа çавра сĕтел ирттерчĕç. Пичет кăларăмĕсен пуласлăхă пур-и? Çамрăксем вулаччăр тесен хаçат-журналăн мĕнле пулмалла? ыйтусене хускатрĕç.

« Ача тăван чĕлхене вĕренесси амăшĕнчен ытларах килет» - тесе палăртать ашшĕ-амăшĕн ассоциацийĕн пайташĕ Илтимĕр Ефремов. Татьяна Николаевăпа иккĕшĕ форумра «Икчĕлхелĕх ачасене аталантарать» тема тавра калаçрĕç. Ăсчахсем тĕпченĕ тăрăх, атте-анне чĕлхине пĕлменни – чĕлхе, культура, кун-çул пĕлтерĕшĕ пачах та çуккине палăртать…Икчĕлхелĕх тата нумайчĕлхелĕх пĕлни сиен мар, усă çеç кÿрет имĕш. Çав тĕллевпе, Шупашкарта, икĕ çул каялла «Аталану» ашшĕ-амăшĕсен ассоциацийĕ йĕркеленнĕ. Ассоциацин ĕçĕ-хĕлĕпе килĕшÿллĕн кашни вырсарни кун ача-пăча клубĕ пуçтарăнать. Клуба ертсе пыраканĕ Татьяна (Пинеслу) Николаева. Унта ачасем чăвашла калаçма вĕренеççĕ, ÿкереççĕ, юрлаççĕ тата ыт. те.

   Мария Самделова, чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ, «Наци радиовĕ – манăн юратнă ĕç» çаврăмра хăйĕнпе тата ĕçĕпе çывăхрах паллаштарчĕ. Хитре сассăллă, пуян тавра курăмлă пултаруллă хĕрпе тата радио ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçма май пулчĕ.

Форум питĕ кăсăклă иртрĕ. Журналистсем, блогерсем, юрăпа ташă ăстисем, режиссерсем, фотографсем, вĕрентекенсем, çул çÿревçĕсем, модельсем, спортсменсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, хавхаланса ĕçлеме кăмăла çĕклерĕç. (Иванова Роза Михайловна, Яковлева Ирина Валерьевна)