levina

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн акт залĕнче çамрăк корреспондентсен 3-мĕш слечĕ иртрĕ. Çак слёта хутшăнма пирĕн шкултан Ананьева Вера (9а), Григорьева Дарья (7в), Малышева Виктория (7а) тивĕçлĕ пулчĕç.
Вĕсем«Ача-пăча кăларăмĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртесси», «Тăван чĕлхепе калаçатпăр тата çыратпăр» ăсталăх класĕсенче пулчĕç. Ăсталăх класĕсене «Хыпар ИÇ тĕп редакторĕн çумĕ, ЧР çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Дмитрий Моисеев, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика кафедрин ертÿçи Анатолий Данилов, ЧР çамрăксен эсперанто ассоциацийĕ президенчĕ Александр Блинов ирттерчĕç. Вĕренекенсем ăсталăх класĕсенче çĕнни нумай пĕлчĕç.