Тăванçĕр-шывăн аслă вăрçин ахрăмĕ паянхи кун та сас парса тăрать, паттăрсен ячĕсем те нихăçан та асрантухмĕç.
Фашистсем пирĕнçĕр-шыв çине ултавлăн, сĕмсĕррĕн, вăрă-хурахла тапăнса кĕни пурне те ура çине тăма чĕннĕ. Тăнăç ĕçпе пурăннăçын сем тăшман эшкерĕсене хирĕç çĕкленнĕ, салтак çулĕ çитменяш-кĕрĕм те, хĕ рупраç та фронта яма ыйтнă.
Чăваш писателĕсем те пурте тенĕ пекех çапăçу хирĕнче пулнă, тăшмана хирĕç пăшалпа та, перопа та çапăçнă.
Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче шкулта 7-11 классем хушшинче вăрçăра пулнă чăваш çыравçисен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарса «Пăшалпа та, перопа та» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вĕренекенсем докладсемпе тухса калаçрĕç, вăрçă вăхăтĕнчи литература аталанăвне тишкерчĕç. Конференци ĕçне «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Елена Лукина та хутшăнчĕ.Вăл 11в класра вĕренекен Никифорова Татьянăн «В.Алентей – вăрçă витĕр тухнă писатель» ĕçне палартрĕ, конференци хыççăн унран интервью илчĕ. Конференци пуриншĕн те усăллăиртрĕ.