Чăваш чĕлхипе литературин вунăкунлăхĕ пынă май нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче шкулта Аслă çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалласа литература флешмобĕ иртрĕ. Уявра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, шкулти библиотека ĕçченĕ тата 6-10- мĕш классенче вĕренекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсене халалласа çырнă сăвăсем тухса каларĕç. Чăваш çыравçисем вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшманпа «пăшалпа та, перопа та» çапăçнă. Уява килнисемвăрçăн пуçламăш кунĕсенчен пуçласа мĕн вĕçне çитичченхи пулăмсемпе çыхăннă хайлавсемпе паллашрĕç.
9а класра вĕренкен Риманова Татьяна П.Хусанкайăн «Таня» поэма сыпăкне, 6а класра вĕренекен Софронова Наталья Илле Тукташăн «Шурă кăвакарчăн» сăввине, çак класрах вĕренекен Михайлова Мария тата 8б класра вĕренекен Белоусова Татьяна Василий Алентей çырнă «Амансан» сăвва, 10 в класра вĕренекен Димитриева Дарья А.Алкан «Ырă ят» сăввине, Григорьева Мария -7в класс вĕренекенĕ - Ю.Сементерĕн «Хĕрĕх пĕрремĕшсем» сăввине, 7б класри Табакова Татьяна, Егорова Софья В.Тимаковăн «Палăк умĕнче» сăвва, 6г класра вĕренекен Павлов Артемий Уйăп Мишшин сăввине, 9б класра вĕренекен Трифонова Татьяна П.Хусанкайăн "Ман çăлтăр" сăввине чуна пырса тивмелле каларĕç.
"Çак тапхăрти произведенисем вулакансене Тăван çĕршыва тата та вăйлăрах юратма, упрама вĕрентеççĕ, вăрçă синкерлĕхĕпе паллаштараççĕ. Пин-пин çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă хăрушă вăрçăра. Пирĕн, мирлĕ пурнăçпа пурăнакансен, вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар," - çак сăмахсемпе вĕçлерĕ уява шкул директорĕн заместителĕ Валентина Михайловна Табакова. Уява пуçтарăннисем вăрçăра пуç хунисене самант шăп тăрса асăнчăç.