Посмотреть оригинал изображения - Администрация Президента ЧР

                              Чăваш чĕлхи эрни    

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ака уйăхĕн 20-25 –мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерет. Вăрмарти вăтам шкулти 5-9 –мĕш классенче вĕренекенсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Видеозапись туса вĕрентекенсем патне çитерчĕç, тĕрлĕ сетьсенче вырнаçтарчĕç. Уйрăмах 7а,7б, 5б, 9а, 9 г классенче вĕренекенсем пуçарулăх кăтартрĕç.

                             Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Вăрмарти пĕтĕмĕшле вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци пĕрлештерчĕ. Пĕрисем диктанта радио-телевизорпа, теприсем аудиофайл итлесе çырчĕç.Тăван чĕлхене хисепленине палăртса 100 ытла вĕренекенпе 8 вĕрентекен диктант çырчĕç, хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç. Диктант çырнă 100 ытла çынран 28 –шĕ «5»паллă илчĕç, 81-шĕ - «4» паллă, ыттисем вара «3» паллă илме тивĕç пулчĕç.

Шкул ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те, шкултан вĕренсе тухса хальхи вăхăтра аслă шкулсенче вĕренекенсем те çырма кăмăл турĕç.

Диктант çыракансем пурте питĕ кăмăллă юлчĕç, малашне те хутшăнма кăмăл турĕç, тăван чĕлхерен хакли , илемли çуккине палăртрĕç.

           «Тăван çĕр-шыв- Чăваш çĕр-шывĕ» викторина

Ака уйăхĕн 23-30-мĕшĕсенче   районти чăваш чĕлхипе литература пĕрлешĕвĕ вĕренекенсем хушшинче   «Тăван çĕр-шыв- Чăваш çĕр-шывĕ» викторина ирттерет. Хальхи вăхăтра ачасем патне ыйтăвĕсене çитернĕ. Вĕренекенсем кăмăлпах викторина ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ. Вĕрентекенсем вара шкул шайĕнче çĕнтерÿçĕсене палăртма хатĕрленеççĕ. Тулли хуравлă ĕçсене район шайне çитерме палăртаççĕ.

ФОТО