Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе йышăннă. Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕсемвунă кунлăха халăхăн тылри вилĕмсĕр паттăрлăхне халаллас тесе йышăнчĕç.

Вунă кунлăх ÿкерчĕкĕсемпе хаçатсен конкурсĕпе уçăлчĕ. Вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсенче çав вăхăта мĕнле курнине паянхи çамрăксен куçĕпе сăнласа пачĕç.

Çак кунах шкул библиотекарĕ Марина Валерьевна вулавăшра «Астăвăм. Чĕмсĕр хÿтĕлев строителĕсем» темăпа курав йĕркелерĕ, вулакансене выставкăри асăннă историллĕ тапхăрпа çыхăннă кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе паллаштарчĕ. Унпа кашниех кăсăкланчĕ.

Вĕрентекенсем ертсе пынипе 5-мĕш классем «Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекен кунĕ» темăпа проект ĕçĕ хатĕрлерĕç. Проект ĕçĕсене пĕтĕмлетсе саламлă открыткăсен выставки йĕркелерĕç. Выставка пурин кăмăлне те кайрĕ.

Çавăн пекех шкул ачисем Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçи     пулăмĕсемпе кинохроника урлă паллашрĕç,вĕрентекенсем пулăшнипе Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тăрăх виртуаллă экскурсире пулса курчĕç. Хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхĕпе çыхăннă интернет уçлăхĕнчи видеофильмсемпе презентацисен куравĕ шкул ачисен, вĕрентекенсен чунĕсене хумахантармасăр хăвармарĕ. Кĕретсĕр çул çÿрев урокĕсем ачасен асĕнче чылайччен юлĕç. Асăмра юлнă фактсемпе уса курса 5-8 класра вĕренекенсем викторина ыйтăвĕсем çине хаваспах хуравларĕç, тĕрĕс ответсем пама пултарчĕç.

Аслă классем хушшинче иртнĕ «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» сочиненисен конкурсĕ ачасем çав вăхăтри пулăмаанлăн уçса пама пултарнине кăтартрĕ.. Уйрăмах Яковлева Екатеринăн(9а кл.), Кудрявцева Ангелинăн(10в кл.), Борисова Елизаветăн ĕçĕсемпысăк хака тивĕçрĕç.

Вунă кунлăхра ирттернĕпаттăрлăх урокĕсем çитĕнекен ăрушăн усăллă пулчĕç. Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ» сасăллă вулав (8-11 классем хушшинче) пурин чунне те тыткăнларĕ, куççуль кăларчĕ.

   Вунă кунлăха пĕтĕмлетсе«Окоп та чавнă вĕсем, вăрман та каснă …» ятпа пысăк стена хаçачĕ кăлартăмăр.

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçĕ Раççей историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмашкăн тивĕç пулнине ачасем ăша хыврĕç.

ФОТО