17033

  Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕччен Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă Тăван ен тата чăваш чĕлхипе литературăн вунă кунлăхĕ иртрĕ.

         Вунă кунлăх 5-6-мĕш класра вĕренекенсем Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе çырса илемлетнĕ   открыткăсен куравĕнчен пуçланчĕ. Шкул ачисем хăйсен саламлă çырăвĕсенче çывăх çыннисене çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунчĕç.

       7-8-мĕш классем хушшинче ирттернĕ «Культура аталанăвĕ – халăх ăс-хакăлĕ» викторина та ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ. Ыйтусем çине хуравланă май вĕренекенсемшĕн пĕлмелли, тĕлĕнмелли чылай пулчĕ.

     Шкул библиотеки йĕркеленĕ «Чăвашла вулатпăр» акцие те ачасем савăнсах хутшăнчĕç. Унта вĕсем чăваш халăх çыравçисен хайлавĕсене вуларĕç.

     5-11-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Г.Е.Егорова асăнса ирттернĕ

«Унăн ячĕ пирĕн асăмра» наукăпа практика конференцийĕ те тухăçлă иртрĕ. Уйрăмах 10а класра вĕренекенсен   Никитина Валерийăн тата Андреева Виолеттăн   ĕçĕ пурне те тыткăнларĕ.

     «Театр –ман юратăвăм» сочиненисен конкурсне те чылай вĕренекен хутшăнчĕ. Хайлавĕсене чăвашла та вырăсла та çырчĕç. Уйрăмах 9а класра вĕренекен Григорьева Дарьăн, 9г класра вĕренекенсен Порфирьев Даниилăн, Петров Артурăн, 10в класра вĕренекен Григорьева Дарьăн ĕçĕсем кăмăла кайрĕç. Вĕсен ĕçĕсем район шайĕнче ирттерекен конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç.

     Регионсен шайĕнче ирттерекен «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторинăна та 9-11 класра вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Тĕрĕс хурав панă ачасен ĕçĕсене регион шайĕнче пăхса тухĕç.

     Мухтавлă ентешсене халалланă стена хаçачĕсен тата лепбуксен конкурсĕ те çÿллĕ шайра иртрĕ. Чи лайăх ĕçсемпе пĕрремĕш хутра куравра паллашма май пулчĕ.

         Çапла вара, Тăван ен тата чăваш чĕлхипе литературăн вунă кунлăхĕ тухăçлă иртрĕ.

ФОТО