Нарăс уйăхĕн 1-мĕш -10-мĕш кунĕсенче шкулта Тăван ен тата чăваш чĕлхипе литература вунă кунлăхĕ иртрĕ. Вунă кунлăха хутшăнса ачасем хăйсене кăмăла кайнă темăсемпе хаçатсем кăларчĕç (уйрăмах 6а, 6 г, 9а тата 9в кăларнă хаçатсем пуян та интерслĕ ),тĕрлĕконкурса хутшăнчĕç, ача-пăча библиотекине çитсе курчĕç. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем: Васильева Г.Н., Иванова Р.М. , Яковлева И.В. 5-7 классемпе «Сăмах вăййи», «Çăлтăрлă самант», «Вăйă уçланкинче» ăмăртусем ирттерчĕç. Вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 5-мĕш классем хушшинче «Чи пултарулли» ята 5 в класс , 6-мĕшсем хушшинче 6б класс, 7-мĕш классем хушшинче 7 г класс тивĕçрĕç. Ыттисем те питĕ маттур пулчĕç.
7-8 мĕш классенче вĕренекенсемпе В.Г. Антонова тăван район 90 çул çитнине халалласа «Улăп çĕрĕ» викторина ирттерчĕ. Викторина ачасемшĕн çăмăлах пулмарĕ. « Район историне лайăх пĕлес тесен нумайрах вуламалла, мĕншĕн тесен пĕлмелли питĕ нумай»,- терĕç викторинăна хутшăнакансем.
8-мĕш классем хушшинче Левина Г.А. ертсе пынипе В.И.Чапаева халалласа «Легендарлă герой» литература каçĕ иртрĕ . Вĕренекенсем В.И. Чапаев пурнăçĕн паллăрах тапхăрĕсене çутатса паракан презентаципе паллашрĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Ыйтусем çине хуравланă чух уйрăмах çак вĕренекенсем палăрчĕç: Тимофеева Е. (8а), Андреев П.(8а), Леонтьев К.(8а), Никифорова Т (8г), Назарова О.(8г), Андреева Т.(8б), Николаев И.(8в). 6а класс ачисем вара В.И. Чапаев пурнăçĕпе паллашас тĕллевпе ача-пăча библиотекине çул тытрĕç,В.И. Чапаева халалланă уява хутшăнчĕç. Пĕр сăмахпа. каласан вунă кунлăх усăллă тата интереслĕ иртрĕ.
Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланă «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсĕ иртрĕ. «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вĕсен вулав пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.Ḉак конкурса пирĕн шкулта вĕренекенсем : Емельянова А., Ильина В. ,Федорова В. та хастар хутшăнчĕҫ.